Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пыл хурчӗсем

Республикӑра
tatarstan24.tv сайтри сӑн
tatarstan24.tv сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи утарҫӑсем кулянаҫҫӗ: унта пыл хурчӗсем нумай вилеҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Ҫакна вӗсем уй-хире ҫум-курӑка пӗтерекен химикат сапнипе ӑнлантараҫҫӗ.

Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ, вилнӗ вӗлле хурчӗсене видео ӳкерсе ярса панӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пыл хурчӗсем Хурамал ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗнӗ Выҫли, Чӑрӑшкасси, Хумри Ишек ялӗсенче вилнӗ. Унта пыл хурчӗсен 50 проценчӗ вилнӗ-мӗн. Ҫынсем ҫакӑ рапс уйне пестицидсемпе сапнипе пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Шӑпах халӗ, утӑ уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче, сапнӑ-мӗн. Кун пек ӗҫсем туса ирттересси пирки вӗлле хурчӗ ӑстисене юлашки хутчен ҫӗртмен 16-18-мӗшӗсенче асӑрхаттарнӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/98058
 

Тӗнчере
Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтерни. Ҫӑлкуҫ: La Nueva Radio YA
Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтерни. Ҫӑлкуҫ: La Nueva Radio YA

Никарагуара африкӑланӑ пыл хурчӗсем тапӑннӑ хыҫҫӑн ултӑ ҫын, ҫав шутра пӗр ача, вилнӗ. Кун пирки вырӑнти La Nueva Radio YA кӑларӑм пӗлтерет.

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине Сан-Себастьян-де-Яли хулинче 45 ҫын ларса пыракан автобус 50 метрлӑ ҫырмана чӑмнӑ. Унта вара кофе плантацийӗсем тата Африка валли ӗрчетнӗ пыл хурчӗсен вӗллисем пулнӑ.

Шар курнӑ пассажирсем автобусран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем ҫине вӗҫекен кӑпшанкӑсем тапӑннӑ. Ҫын вӗлерекен пыл хурчӗсене пула ултӑ ҫын, вӗсен хушшинче 47 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн сакӑр ҫулхи хӗрачан, пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗ тӑватӑ ҫулхи арҫын ачана госпитализациленӗ, унӑн сывлӑхӗ пит йывӑр.

Полицейскисем хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи инкек мӗнле сиксе тухнине тата аварин сӑлтавӗсене палӑртаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл техника юсавсӑрлӑхне пула пулнӑ, ӑна пула 22 ҫулти водитель автобуса итлеттереймен.

 

Республикӑра
Яндекс.дзен сайтри сӑн
Яндекс.дзен сайтри сӑн

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрне шӑнкӑрав ҫитнӗ: Етӗрне районӗнче утарҫа пыл хурчӗсем тапӑннӑ.

Хайхи арҫын вӗсене вӗллене пуҫтарма шутланӑ. Анчах ятарлӑ тeм мар, футболкӑпа шорты тӑхӑннӑ. Пыл хурчӗсене темӗн килӗшмен - вӗсем хуҫине тапӑннӑ.

Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем утарҫа тӳрех аллергирен укол тунӑ. Кайран пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 13

1934
92
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
81
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
73
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та